Республикӑри предприятисем туса кӑларакан апат-ҫимӗҫӗн хӑтлавне Правительство ҫуртӗнче ирттересси ырӑ йӑлана кӗнине пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. «Чӑвашрине туян» девизпа йӗркеленӗ суту-илӗве вырӑнти агропромышленность предприятийӗсем туса кӑларакан ҫӗнӗ продукципе паллаштарас тӗллевпе пухаҫҫӗ-мӗн.
Хальхинче хӑтлав Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ӗҫленӗ. Курава хӑйсен продукцине «АККонд» общество, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ, «Юрма» агрохолдинг хутшӑннӑ. Чӑвашра маттур предприятисем тата пур та, курава вӗсем тем сӑлтава пула хутшӑнман. Е, тен, вӗсем пирӗн апат-ҫимӗҫне ахаль те пурте аван пӗлеҫҫӗ тенӗ-ши?..
Федерацин регионти ведомствисен пуҫлӑхӗсене ертсе пыма кандидатсене Мускавра ҫирӗплетеҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, акӑ, Чӑваш Енӗн Ветеринари службине ертсе пымалли кандидатсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак должноҫе Сергей Сковрцов тивӗҫлӗ тесе йышӑннӑ.
Комисси кандидатсен «объективлӑ даннӑйӗсене» пӑхса тухнине пӗлтереҫҫӗ. Сергей Скворцов Хусанти ветеринари институтне 1982 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Чылай ҫул вӑл Шупашкар районӗнчи «Лапсарская» чӑх-чӗп фабрикинче тӑрӑшнӑ. Малтан — ахаль тухтӑрта. Кайран тӗп ветеринарта. 2005 ҫулта вӑл Чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен Шупашкар хула станцийӗнче выльӑх тухтӑрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Анчах унта ҫур ҫулта ӗҫлемен, ӑна патшалӑхӑн ветеринари службин ертӳҫи пулма шаннӑ. Юлашки вӑхӑтра унта вӑл пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫапла вара Сергей Скворцова «посылкӑпа янӑ ҫын» теме ниепле те май ҫук: вӑл — карьера картлашкипе пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑпарнӑ ҫын.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн кирек епле пулӑма та тӗрлӗ куҫпа хаклама пулать. Анчах пур япала та пирӗн историе кӗрсе юлать те халӑхӑн е ҫӗршывӑн кун-ҫулӗнче ҫырӑнса юлать. Ҫӗнӗ ҫӗр уҫни пирки те ҫаплах каламалла.
Ҫӗн ҫӗрсене уҫма пуҫланӑранпа кӑҫал ултӑ теҫетке ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви пуш уйӑхӑн 21-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ пуху ирттерессине пӗлтерет. Мероприятие Шупашкарти Президент бульварӗнчи 14-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче ирттерӗҫ.
Паян вара Ял хуҫалӑх министерстви ҫӗнӗ ҫӗр уҫма хутшӑннисене сас пама ыйтать. Хӑйсем пирки пӗлтерме пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӗлкӗрмелле. Таҫта кайса мар, телефонпа. Шупашкара 55-58-22, Ҫӗнӗ Шупашкара 77-12-84, Канаша 8 (83533) 4-43-47, Улатӑра 8 (83531) 2-03-68, Ҫӗмӗрлене 8 (83536) 5-99-87, Куславккана 8 (83534) 2-23-11 номерсемпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Хушма информацие Ял хуҫалӑх министерствинчен 64-22-45 номерпе ыйтса пӗлме юрать.
Ҫине-ҫинех… Мӗн пирки тетӗр-и? Каллех пушар пирки. Хальхинче пӑтӑрмах Етӗрне районӗнче пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14.45 сехетре ҫӑлав службине пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан 58 ҫулти ҫыннӑн вите-сарайӗ ҫунма тытӑннӑ.
Чи малтан вырӑнти пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем тата хур курнӑ ҫыннӑн ентешӗсем ҫитнӗ. Вӗсем хыҫҫӑн — РФ ИӖМӗн пушарнӑйӗсем. Брандмейстерсем ҫулӑма тепӗр сехетрен сӳнтернӗ. Пушар сарай тӑррине тата ун ҫинчи утта тӗп тунӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Пушарта 12 сысна ҫунса кайнӑ.
Ҫулӑм мӗн сӑлтавпа тухнӑ-ха? Электрооборудование тӗрӗс мар тунӑран. Кабельсене йӗркене пӑхӑнмасӑр вырнаҫтарнӑ, лампӑсем ҫинче плафон пулман.
Ҫӗрпӳ районӗнчи фермер ӗҫӗ ҫине тин ҫеҫ тӑракан фермер симӗс сухана шывра ӳстерет. Ку технологие анӑҫри ҫӗршывсенчи ҫӗр ӗҫченӗсем усӑ кураҫҫӗ.
Кун пек мел пирки Михаил Михайлов фермер тӗнче тетелӗнче вуласа пӗлнӗ. Фермер хуҫалӑхне аталантарма вӑл патшалӑх паракан пулӑшупа усӑ курнӑ — грант выляса илнӗ. Укҫапа икӗ хутлӑ производство базине теплицӑпа пӗрле туса лартнӑ. Хальлӗхе унӑн теплици 175 тӑваткал метр йышӑнать. Фермер сӑнанӑ тӑрӑх, 45 сантиметртан вӑрӑм мар симӗс сухана халӑх уйрӑмах юратса туянать. Тӑкаксене саплаштарма ҫулталӑкра 3 тонна ӳстермелле. Фермер ун чухлӗ туса илме пуҫласса шанса ӗҫлет.
Паян Канаш районӗнче Чӑваш Енри ял хуҫалӑх комплексӗн ӗҫченӗсен ӑмӑртӑвӗ пулнӑ. Йӗлтӗр тупӑшӑвне республикӑри 16 ушкӑн хутшӑннӑ.
Йӗлтӗрҫӗсене Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров ӑшшӑн саламланӑ. Спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ хыҫҫӑн вӑл тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗсем Эдуард Александровпа Ирина Кошкина, Россельхозбанкӑн ертӳҫи Ирина Письменская, «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирмӑн тӗп директорӗн ҫумӗ Олег Мартышин старта тухнӑ.
Паян, хӗвеллӗ тата сивӗ шӑматкун, ӑмӑртакансен йышӗнче ытларах арҫынсем пулнӑ. Вӗсем вӑйлӑ, паттӑр пулнине тепӗр хут кӑтартнӑ.
Тупӑшу ял хуҫалӑх комплексӗсен ертӳҫисен чупӑвӗпе пуҫланнӑ. Финиша республикӑри Патшалӑх техтӗрӗслевӗн инспекциӗн пуҫлӑхӗ Владимир Дмитриев пӗрремӗш ҫитнӗ. «Букет Чувашии» организаци ертӳҫи Дмитрий Круглов унран темиҫе ҫеккунт ҫеҫ юлнӑ. Олег Мартышин виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ытти чупура та ҫӗнтерӳҫӗсем пулнӑ. Хӗрӳ тупӑшу пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ.
Пурнан пурнӑҫа кам епле пурӑнса ирттерет. Канаш районӗнчи Чакаҫ ял арҫынни А.В. Алексеев сысна ӗрчетет. Ҫак чӗрчунсене усрама пуҫличчен вӑл вӗлле хурчӗ тытса пӑхнӑ. Каярах «вьетнам сысни» текен ӑрат ҫине куҫнӑ. Ун йышши сысна пуррине ӑна Шӑмӑршӑра пурӑнакан юлташӗ каласа кӑтартнӑ. Хӑй усракан ӑрата арҫын питӗ ырлать: йӑпӑр-япӑр чирлемеҫҫӗ, пӗтӗленме хӑвӑрт ӳссе ҫитеҫҫӗ тет. Ҫитерме кил тӗрӗшри апат юлашкиех каять-мӗн. Ятарласа урпа кӗрпи, пӑрҫа, комбикорм кӑна туянать.
Паян Алексеев хуҫалӑхӗнче 5 сысна ами, 1 сысна аҫи тата 22 ҫура. Сысна юратакан арҫын икӗ качакипе те мӑнаҫланать.
Венрин ял хуҫалӑх министрӗ Шандор Фазекаш Чӑваш Енпе аграри ыйтӑвӗсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелес шухӑшлӑ-мӗн. Кун пирки вӑл пирӗн республикӑн пӗрремӗш президенчӗпе, хальхи Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑ чух пӗлтернӗ иккен. Ҫак хыпара Венгри правительствин сайчӗ хыпарлать тесе «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтерет.
Фазекаш кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчех Венгрин премьер-министрӗпе Виктор Орбанпа пӗрле килсе кайнӑ иккен. Ун чухне Венгрин ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Ене хӑйӗн партнерӗ евӗр курма хавассине палӑртнӑ. Николай Федорова вӑл Венгрие ял туризмӗ тата аквакультура темӑсене сӳтсе явма чӗннӗ иккен.
«Енчен пурлӑха (ҫурт-йӗре, сооружение, машинӑна тата ыттине) хӑйӗн тӗллевӗпе кӑна мар, урӑх енпе те, сӑмахран, производство зданине — склад вырӑнне, трактора — хӑш чухне груз турттарма, ҫӗре вара хутра палӑртнӑ пек кӑна усӑ курмалла», — тесе ӑнлантарса панинчен пуҫланӑ республикӑн Пурлӑх министерствин сайтӗнчи черетлӗ информацирен пӗрне. Унта сӑмах ҫӗре пӗр категорирен теприне куҫарасси пирки пырать.
Чӑн та, ҫӗре тӗллевлӗ усӑ курмалла. Пусӑ ҫинче, тӗслӗхрен, вӑрман ӳстерме юрамасть. 2005 ҫултан пуҫласа 759 лаптӑка, пурӗ 1861 гектар, ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗртен промышленноҫ е урӑх тӗллевӗлли ҫине куҫарнӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта уйрӑмах нумай: маларах асӑннӑ лаптӑкран 87 процентне юлашки виҫӗ ҫулта куҫарнӑ.
Пӗлтӗр кӑна ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 241 лаптӑка куҫарасси пирки 114 ходатайство шута илнӗ. Урӑх тӗллеве куҫарнисенчен Патӑрьел, Канаш, Красноармейски, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче пурӗ 209,5 гектар ҫӗре ҫурт-йӗр тума куҫарнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн башнисене вырнаҫтарма Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрмар районӗсенчи 4 лаптӑка 0,07 гектара ҫӗнӗ статус панӑ. Цифра телекуравӗн радиотелевидени станцийӗсем валли Вӑрмарта Шупашкар районӗсенчи 0,08 гектар ҫӗре куҫарнӑ.
Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстересси хальхи вӑхӑтра чи сӳтсе явакан ыйтусенчен пӗри шутланать тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн тӗп аграри ведомстви. Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов нумаях пулмасть Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлура та палӑртса хӑварнӑ иккен.
Чӑваш Енӗн стастисчӗсем иртнӗ ҫулхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑри аграрисен уйӑхи вӑтам ӗҫ укҫи 10 пин те 630 тенке ларнине пӗлтереҫҫӗ. 2012 ҫулхипе танлаштарсан шалу 11,2 процент ӳснӗ иккен-ха. Анчах республикӑри вӑтам ӗҫ укҫипе танлаштарсан, ҫак хисеп асӑннӑ суммӑн 56,1 проценчӗ кӑна пулать.
Шалу пӗчӗк курӑнни ӗҫлекенсен хисепне тӗрӗс шутланипе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче. Кунта ташлама пӗлменнине пӗр япала чӑрмантарать текен ваттисен сӑмахӗ аса килчӗ те, юрӗ, ун пирки чарӑнса тӑмӑпӑр. Ҫапах та ӗҫ тухӑҫлӑхӗ пӗчӗккисенче шалу та пӗчӗккине асӑнаҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле районӗнче, акӑ, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ кашни ҫын пуҫне 119 пин тенке ларать иккен. Ку вӑл — республикӑра чи пӗчӗкки. Тухӑҫ 120–450 пинлисенче уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 6–8 пин тенкӗпе танлашать-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |